Ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче

Вырсарникун паллӑ тӑвакан Анне кунӗ умӗн республикӑри 3 ҫемьене "Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орден медалӗпе, 8 хӗрарӑма вара Амӑш мухтавӗн паллипе чысларӗҫ. Хисепе тивӗҫнисем пурте нумай ачаллӑ, ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче. 

"Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орден медальне тивӗҫнӗ 3 ҫемье йышӗнче - Элӗкри Леонтьевсем. Марина Николаевнапа Димитрий Львович 17 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 5 хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ. Сумлӑ наградӑна тивӗҫни пысӑк яваплӑх пулнине каларӗ мӑшӑр. 

Элӗк тӑрӑхӗнчен сумлӑ наградӑна тивӗҫекенсем татах пулчӗҫ. Лупашка ялӗнчи Полина Ефремована "Анне" паллӑпа чысларӗҫ. Мӑшӑрӗпе, Юрий Петровичпа вӗсем 37 ҫул пӗрле пурнӑҫ ҫулӗпе утаҫҫӗ, 5 хӗр ҫуратса аслӑ ҫул ҫине кӑларнӑ. 

Шупашкар районӗнчи Мария Изванована 5 хӗрне пӑхса ҫитӗнтерме ҫӑмӑл пулман. Вӑл 20 ҫул каялла мӑшӑрӗсӗр тӑрса юлнӑ. Апла пулин те аллине усман, ачисене тивӗҫлӗ воспитани панӑ, пурте аслӑ пӗлӳллӗ. Ҫав вӑхӑтрах обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑннӑ, ял тӑрӑхӗн депутачӗ пулнӑ. 

Елена Павлова - Вӑрмар районӗнчи Ҫитмӗшрен. Вӑл мӑшӑрӗпе 54 ҫул телейлӗ пурӑнса ирттернӗ. Шел те, упӑшки ҫулталӑк каялла ҫӗре кӗнӗ. Мӑшӑр 6 ача ҫуратса ҫитӗнтернӗ, вӗсемшӗн яланах тӗслӗх пулма тӑрӑшнӑ. 

Чӑваш Енре паянхи куна "Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орденпа 14 ҫемьене чысланӑ, орден медальне вара 40 мӑшӑр тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" ордена 193 ҫемьене тата 924 мӑшӑра медаль панӑ. Ҫавӑн пекех "Анне" паллӑпа нумай ачаллӑ 38 хӗрарӑма хавхалантарнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртне пухӑннисене ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ май, регионта нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ ӳснине палӑртрӗ. Халӗ Чӑваш Енре ҫавнашкал 16 пин ытла ҫемье. Вӗсене патшалӑх пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшать. 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров