Ытларах ял-йыш вӑйне шанса ӗҫлеҫҫӗ

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Тури Шурҫырмара пурӑнакансем ял пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ - пӗве чавнӑ, кану лаптӑкӗ тата асӑну комплексӗ йӗркеленӗ. Хастарсем ял сайтне те тытса пыраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ютубра хӑйсен каналӗ пур. Унта кулленхи пурнӑҫа ҫутатаҫҫӗ. Чи кӑсӑкли - ялти ҫӗнӗлӗхсемшӗн тивӗҫлӗ канӑва тухнисем яваплӑ. 

Николай Мартынов - Тури Шурҫырма старости. Ҫак тивӗҫе вӑл хӑй ҫине икӗ ҫул каялла тиенӗ. 26 ҫул Агрегат заводӗнче ӳнерҫӗ пулса тӑрӑшнӑскер йӗри-тавра илемлӗх хуҫаланнине юратать. Ҫавӑнпа ҫӑлкуҫа та хӑтлӑлатасшӑн. Эскизне хатӗрленӗ ӗнтӗ. Староста тӑрӑшнипе ялта чылай ӗҫ тунӑ. Тури Шурҫырма историпе кӑсӑкланнӑ май, тӗлӗнмелле пулӑмсене уҫӑмлатнӑ. Ҫак вырӑнта Ҫӗпӗр ҫулӗ иртнӗ, иккен. Историе ҫамрӑк ӑру асӑнче хӑварас тӗллевпе хӑйнеевӗрлӗ палӑк лартнӑ. Николай Мартынов халӗ авиаци палӑкӗ уҫас шухӑшпа пурӑнать. 

Вероника Павлова, Святослав Петров