Ку йытта Мальва тесе чӗннӗ. Халӗ унӑн ҫӗнӗ ят - Иви. Ӑна Кӳкеҫри пӗр ырӑ ҫын кил ӑшши парнелес тенӗ. Унччен Иви Шупашкарти Садовый микрорайонта ҫапкаланса ҫӳренӗ. Халӗ унӑн ҫӗнӗ пурнӑҫ тесен те юрать.
Ку видео салама Тутарстанран ярса панӑ. Ежик ятлӑ йытӑ унта ӑшӑ кӗтес тупнӑ. Ӑна вырнаҫтарма ҫӑмӑл пулман, каласа параҫҫӗ волонтерсем. Мӗншӗн тесен вӑл ҫамрӑках мар - сакӑр ҫулта. Унӑн историне эфирта ҫурла уйӑхӗнче ҫутатнӑччӗ. Вӑл Тутарстанри Татьянӑн чӗрине пырса тивнӗ.
Паян Шупашкарти килсӗр чӗр чунсен приютӗнче 400 ытла анчӑк. 150-шне усрама ҫеҫ хула хыснинчен укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Ыттисемшӗн - волонтерсем яваплӑ. Ҫавӑнпа та хураҫкасене тӗрлӗ майпа вырнаҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ку ӗҫ - ҫӑмӑл мар. Анна Сытник, тӗслӗхрен, приютӑн социаллӑ тытӑмсенчи ушкӑнӗсен администраторӗ.
Кашни кун мӗн те пулин ҫӗнни вырнаҫтармалла - сӑн ӳкерчӗксемпе видео ӳкермелле. Ҫак ӗҫре ӑна тата тепӗр 5 волонтер пулӑшать тата Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанинче ӗҫлекенсем.
"Найди друга" проект эфира икӗ ҫул тухать. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, ирхи кӑларӑмӗсенче вун-вун йытӑ пирки каласа панӑ, чылайӑшне вырнаҫтарма пултарнӑ. Чи кӑсӑклӑ историсенчен пӗри - Янтарикпе ҫыхӑннӑ. Вӑл Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнче пурӑннӑ. Ырӑ ҫынсем ӑна выҫса вилме паман, ҫитерсе тӑнӑ. Анчах та ҫакӑ хӑшӗ-пӗрне килӗшмен. Ҫапла майпа йытӑ приюта лекнӗ. Иккен, пӗр хӗрарӑм ӑна шыранӑ пулнӑ. Эфирта курсан, хӑйӗн хӳттине илнӗ, каласа парать Анна Сытник.
Тӑватӑ ураллӑ туссем пирки эпир эфирта ҫеҫ мар, интернетра та информаци вырнаҫтаратпӑр. "Найди друга" ярӑм вара маллала пырать. Ытларах ҫын чӗр чунсене хӗрхенсе хӑйсен хӳттине илме пуҫличчен проект ҫаплипех пурӑнӗ.
Вероника Павлова, Святослав Петров, Екатерина Янгалакова