Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем Канашра пурӑнакан хӗр ачана чирпе кӗрешме пулӑшаҫҫӗ

Пирӗн телерадиокомпанипе "Русфонд" йӗркеленӗ ыркӑмӑллӑх акцийӗ малалла пырать. Хальхинче эпир Канаш районӗнче пурӑнакан Лиза Семиеновӑна пулӑшма ыйтатпӑр. 10 ҫулхи хӗрача шалкӑм ҫапнипе аптрать.

Наталия Семиенова 2010-мӗш ҫулта йӗкӗреш хӗр ача, Лизӑпа Маринӑна ҫуратнӑ. Ҫут тӗнчене вӗсем вӑхӑтран маларах килнӗ. Лиза йӑмӑкӗнчен кӑшт пысӑкрах, анчах сывлӑхӗпе хавшакрах пулнӑ. Ӳпкисем аталанайманнипе хӗрача хӑй тӗллӗн сывлайман. Тухтӑрсем ӑна уйӑх сӑнаса тӑнӑ. Унтан ҫемьене хӑрушӑ диагноз пӗлтернӗ. Чир-чӗре аталанма парас мар тесе Лизӑн сывлӑхне ҫирӗплетмелле. Мускаври медицина технологийӗсен институтӗнче ӑна ҫак уйӑхра йышӑнма хатӗр. 

 


Елена Дмитриева, Игорь Ульянов