«Ырӑ хыпар» журнал вулаканӗсем Соловки утравӗсем ҫинче пулса курчӗҫ

Чӑн тӗншӗн асапланса юнпа тар юхтарнӑ таса аттесен йӗрӗпе аякри Соловки утравӗсене. Республикӑра 10 ҫул тухса тӑракан "Ырӑ хыпар" журнала вулакансем Шурӑ тинӗс варринчи мӑнастирпе ытти сӑваплӑ вырӑнсенче пулса курчӗҫ.

Вӗсемпе пӗрле Алексей Енейкин корреспондент та ҫула тухрӗ. Соловки утравӗсем унӑн ҫемйин историйӗнче калама ҫук тарӑн йӗр хӑварнӑ.

Вера Савельева журналист тата филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ ҫулсерен ҫапла тулли автобус ҫын пухса сӑваплӑ ҫӗрсем тӑрӑх ҫул ҫӳревсем йӗркелет. "Ырӑ хыпар" вулаканӗсене Оптина пустынь, Валаам тата ытти хӑватлӑ вырӑнсемпе паллаштарать. Чи инҫе те йывӑр маршрут вара - Соловки утравӗсем. Паломниксен малтанах ҫурҫӗрти Карели республикине ҫитмелле. Кунти Кемь районӗнчи Рабочеостровск посёлокӗнче пӑрахут ҫине ларса икӗ сехет ҫурӑ Шурӑ тинӗс тӑрӑх каймалла. Чӑн тӗншӗн асап курнисен йышӗнче ҫак инҫе ҫула йӗпе пӑр тӑрӑх ҫуран утнисем те пур. Вӗсенчен пӗри - Елчӗк тӑрӑхӗнчи Патреккелте ҫуралса ӳснӗ Дометий Миллин священник пулнӑ. 

Эпир вара Соловки архипелагӗсемпе киленсе кунти арҫынсен мӑнастирӗ умне ҫитсе чарӑнтӑмӑр. Ӑна 590 ҫул каялла - 1436-мӗш ҫулта хута янӑ. Тинӗсрен кӑларнӑ капмар чулсенчен купаласа тунӑскер тӗлӗнмелле мӑнаҫлӑ курӑнать. Манахсемшӗн вӑл тӑшман тавраш тапӑнса килесрен сыхлакан чӑн-чӑн крепӑҫ пулнӑ. Пурнӑҫне Турӑ аллине парса таса кӗлӗпе чуншӑн пурӑнакансен ушкӑнне Савватий, Герман тата Зосим манахсем пуҫарса янӑ. Вӗсен хӑватлӑ ӳчӗсем паян кун та кунти чиркӳре упранаҫҫӗ. 

Иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенче мӑнастиртен йӗркесӗр тата патшалӑха юрӑхсӑр ҫынсемпе айӑпламалли лагерь туса хунӑ. Православи тӗнне чунтан парӑннисене пӗр шелсӗр кунта илсе килсе асаплантарнӑ. Дометий Миллин священник та пӗр айӑпсӑр ҫак юрӑхсӑр ҫынсен йышне лекнӗ.

Кунти утравсенчи паллӑ вырӑнсем тӑрӑх тӑтӑшах экскурсисем иртеҫҫӗ. Хӑнасене чиркӳсен историйӗпе, чӑн тӗншӗн нуша курнӑ ҫынсен шӑпипе паллаштараҫҫӗ. 

Алексей Енейкин