Ҫак кӑткӑс тапхӑрта республикӑри предприятисемпе организацисем, уҫламҫӑсемпе депутатсем, ахаль ҫынсем айккинче юласшӑн мар. Вӗсем ватӑсемпе сусӑрсене, тупӑш сахал илекен ҫемьесене пулӑшма хатӗр. Акӑ, Мӑнкун умӗн хӑш-пӗр пӗрлешӳсем аслӑ ӑрурисене апат-ҫимӗҫпе тӳлевсӗр тивӗҫтерчӗҫ.
Елена Дмитриева, Вероника Павлова, Михаил Солин