Шупашкарти волонтерсен центрӗнче ир пуҫласа каҫчен шӑнкӑравсем йышӑнаҫҫӗ. Анастасия Семенова пулӑшу ыйтакансенчен мӗн кирлине, мӗнле адреспа тата хӑҫан илсе ҫитермеллине тӗпчесе пӗлет. Ытларах хӗрӳ линипе пӗччен пурӑнакан ватӑсем шӑнкӑравлаҫҫӗ. Вӗсем апат-ҫимӗҫ, эмел, дезинфекци хатӗрӗсем туянма ыйтаҫҫӗ, тӳлевсӗр пулӑшупа кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех больницӑран рецепт ҫыртарса килме ыйтакансем те пур. Хатӗр списокпа волонтерсем ҫула тухаҫҫӗ. Ыр ӗҫ тӑвакансем пысӑк яваплӑха туйса йывӑрлӑха лекнисене пулӑшма васкаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен хӑйсен сывлӑхӗ пирки те шухӑшламалла.
Елена Дмитриева, Михаил Солин