Кӑҫал ҫак шкултан чи пысӑк йыш вӗренсе тухать - 7 ҫамрӑк 9 класс пӗтерет. Кунта Липовкӑри ҫеҫ мар, юнашарти Смычка, Малиновка тата Чӑваш Ҫармӑс ялӗсенчи ачасем пӗлӳ илеҫҫӗ. Ҫитес ҫул пӗрремӗш класа 5 вӗренекене кӗтеҫҫӗ. Анчах халӑха шкула хупма пултарни пӑшӑрхантарать. Ачасене 12 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Ирҫе Ҫармӑс шкулне куҫарасшӑн. Вӗсене вӗренӳ вӑхӑтӗнче ирӗн-каҫӑн автобуспа илсе ҫитерӗҫ. Йӗпреҫ тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Липовка шкулне пӗр вӗренекене турттараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах унти пӗлӳ памалли майсем тивӗҫтермеҫҫӗ.
Ирҫе Ҫармӑсри пӗлӳ ҫуртне 2021-мӗш ҫулта тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. 30 миллион тенкӗ ытларах тӑккаланӑ. Вӗренӳ учрежденине шалтан та, тултан та тирпейленӗ: тӑррине улӑштарнӑ, классемпе коридорсене, спортпа акт залӗсене, столовӑйне, пур коммуникацине ҫӗнетнӗ. Кӑҫал ҫурт умне хӑтлӑх кӳме палӑртнӑ. Анчах 250 ача йышӑнма пултаракан шкул ҫурма пушӑ ларать - халӗ кунта 40 ача вӗренет.
Ирҫе Ҫармӑсри тӗпрен юсанӑ пӗлӳ ҫуртӗнче ачасемпе вӗрентекенсем ҫитменрен Липовкӑрине хупасшӑн, пытармасть хӑй хуйхине шкул директорӗ. Вӑрман варринче вырнаҫнӑ ялсемшӗн кунта пурнӑҫ тапса тӑрать. Уявсемпе спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттереҫҫӗ. Паллӑ ентешне - Леонид Константинов Раҫҫей геройне халалланӑ музей уҫнӑ. Юнашарах - библиотекӑпа фельдшер пункчӗ ӗҫлет. Ҫавӑнпа шкула юсаса ҫӗнетес вырӑнне, пачах хупса лартни ял-йыша шиклентерет.
Хальлӗхе Липовкӑри пӗлӳ ҫуртне хупас ыйтӑва татса паман. Ҫавах та кунта ял малашлӑхӗ пуласса шанаҫҫӗ. Ахальтен мар шкул пӗтсен - ял пӗтет, тенӗ ваттисем.
Ирина Николаева, Вадим Владимиров