Василий Иванович килӗ умӗнче Ҫӗнтерӳ парадне йышӑнать. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче вӑл халӗ Аслӑ вӑрҫа ас тӑвакан пӗртен-пӗр ветеран шутланать. Ҫавӑнпа та ҫак уявра хӑйне яваплӑ туять.
Василий Иванов ҫӗршыва хӳтӗлеме 1943-мӗш ҫулта тухса кайнӑ. Ун чухне салтак 17 ҫулта пулнӑ. Ҫамрӑка тӳрех Инҫет хӗвел тухӑҫӗн пӗрремӗш фронтне ӑсатнӑ. Унта та лару-тӑру лӑпкӑ пулман. Йӗркеллӗ техника ҫукран артиллери салтакӗсем 45 миллиметрлӑ тупӑсене тусем урлӑ хӑйсем тӗллӗн сӗтӗрсе утнӑ.
Ҫапах та, яппунсене ҫӗнме ҫӑмӑл пулман. Туллӑ-сӑртлӑ вырӑнсенче вӗсем ытла та йӑрӑ чупкаласа ҫӳренӗ. Василий Иванов 34-мӗш Уссурийск полкӗ йышӗнче ҫапӑҫнӑ. Унтах 19-ти салтак черетлӗ ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ.
Ҫамрӑк салтаксем вара малалла службӑра тӑнӑ. Василий Иванов та тухӑҫра тепӗр 5 ҫул хӗсметре пулнӑ. Ветеран килне таврӑнсан Канаш хӗрӗпе ҫемье ҫавӑрса 5 ача ура ҫине тӑратнӑ. Ӗмӗрӗпех чукун ҫул ҫинче вӑй хунӑ. Халӗ 100 ҫул тултаракан ватӑ килӗнче пӗчченех кун кунлать. Ҫывӑхра пурӑнакан ачисем вара ун патне кулленех килсе тӑраҫҫӗ. Мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсем те ват ҫынна савӑнтарсах тӑраҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитсе пынӑ май ветерана вырӑнти шкул ачисем, ҫар комиссариачӗпе администраци ӗҫченӗсем депутатсем саламларӗҫ.
Аслӑ вӑрҫӑ ветеранӗсем Чӑваш Енре 20-е яхӑн ҫын ҫеҫ юлчӗҫ. Эпир вӗсене пурне те Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламласа ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.
Алексей Енейкин








