Йӗпреҫ районӗнчи Липовкӑри вӑтам шкулта Раҫҫей Геройне Леонид Константинова халалласа асӑну каҫӗ иртрӗ

Вӑл летчик пулнӑ. 21 ҫул каялла Чечен вӑрҫинче вертолета вӑрӑ-хурахсем пеме тытӑннӑ. Пирӗн ентеш пассажирсене ҫӑлса хӑварнӑ, анчах хӑй пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 

Пурӑннӑ пулсан ҫак уйӑхра Леонид Константинов 61 тултармаллаччӗ. Анчах ун ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ. Липовӑри вӑтам шкул хыҫҫӑн Леонид Константинов Сызраньти авиаци училищинчен вӗренсе тухсан ӑна пограничниксен ҫарне ҫирӗплетнӗ. 1982-мӗш ҫултан Афганистанри, Грузири, Абхазипе Таджикистанри хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 2001-мӗш ҫулта ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ми-8 вертолетпа Чечен Республикинчен Ингушетине Патшалӑх Думин депутачӗсене илсе ҫитерме хушнӑ. Бортра 14 ҫын пулнӑ. Анчах боевиксем вертолета пеме тытӑннӑ. Леонид Константинова пуҫӗнчен, кӑкӑрӗнчен, хулпуҫҫийӗнчен 6 хут амантнӑ. Ниме пӑхмасӑр вӑл транспорта лӑпкӑ ҫӗре илсе ҫитерме пултаранӑ - пассажирсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна Раҫҫей Геройӗ ят панӑ. Константинов подполковник нумай юн юхтарнӑран пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унтанпа 21 ҫул иртнӗ пулин те мухтавлӑ паттӑра ял-йыш манмасть. 

Алена Артемкина, Дмитрий Макаров