Пурӑннӑ пулсан ҫак уйӑхра Леонид Константинов 61 тултармаллаччӗ. Анчах ун ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ. Липовӑри вӑтам шкул хыҫҫӑн Леонид Константинов Сызраньти авиаци училищинчен вӗренсе тухсан ӑна пограничниксен ҫарне ҫирӗплетнӗ. 1982-мӗш ҫултан Афганистанри, Грузири, Абхазипе Таджикистанри хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 2001-мӗш ҫулта ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ми-8 вертолетпа Чечен Республикинчен Ингушетине Патшалӑх Думин депутачӗсене илсе ҫитерме хушнӑ. Бортра 14 ҫын пулнӑ. Анчах боевиксем вертолета пеме тытӑннӑ. Леонид Константинова пуҫӗнчен, кӑкӑрӗнчен, хулпуҫҫийӗнчен 6 хут амантнӑ. Ниме пӑхмасӑр вӑл транспорта лӑпкӑ ҫӗре илсе ҫитерме пултаранӑ - пассажирсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна Раҫҫей Геройӗ ят панӑ. Константинов подполковник нумай юн юхтарнӑран пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унтанпа 21 ҫул иртнӗ пулин те мухтавлӑ паттӑра ял-йыш манмасть.
Алена Артемкина, Дмитрий Макаров