Ятарлӑ сессире Мухтавлӑ ентешсен Ҫулталӑкне мӗнлерех йӗркелессине сӳтсе яврӗҫ

2022-мӗш ҫул Чӑваш Енре Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫакна халалласа мӗнле ӗҫ-пуҫ ирттерес пирки влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем халех шухӑшлама пуҫланӑ. Кӑсӑклӑ сӗнӳсем пуҫтарас тӗллевпе вӗсем стратеги сессийӗ йӗркелерӗҫ.

Ҫитес ҫулталӑка сӳтсе явма Оперӑпа балет театрне пысӑк ушкӑн пухӑнчӗ. Вӑл йышра - пресс-секретарьсем, блогерсем, маркетологсем, журналистсем. Тӗллевӗ вӗсен пӗрре - Чӑваш Ене чапа кӑларнӑ, ун аталанӑвне тӳпе хывнӑ мухтавлӑ ентешсен ячӗпе иртекен ҫулталӑка кӑсӑкрах, пуянрах тӑвасси. Сӗнӳсем тӗрлӗрен пулчӗҫ. Мухтавлӑ ентешсен ячӗпе парк, интерактивлӑ картта хатӗрлеме, фестивальсем ирттерме пулать. Студентсемпе шкул ачисене историре паллӑ йӗр хӑварнӑ ҫынсем пирки ытларах каласа кӑтартмалла. Ҫак тӗллевпе ятарлӑ лекцисем хатӗрлесен аван пулӗ. Ҫавӑн пекех социаллӑ сетьсене те анлӑрах усӑ курмалла. Хальхи вӑхӑтра ҫитӗнӳсем тунӑ ентешсене те манмалла мар, вӗсем те хисепе тивӗҫ, - терӗҫ сессие пухӑннисем.

 

Екатерина Фомина, Вероника Павлова, Владимир Синдеев