Ятарлӑ инвестици программипе килӗшӳллӗн Шупашкарта ҫутӑ тытӑмне ҫӗнетнӗ

Ҫакна валли республика бюджетӗнчен 18 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. 17 пин ҫын пурӑнакан 48 ҫурт картишӗнче ырӑ улшӑнӑва тӳрех асӑрханӑ. Ӗҫ епле пынипе депутатсем, ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗнче ӗҫлекенсем, обществӑлла хастарсем паллашрӗҫ. 

Урамри ҫутӑ тытӑмне ҫӗнетесси тӗп хулари кашни микрорайонта тенӗ пекех пынӑ. 170 ытла юпа улӑштарнӑ, 300 хунар лартнӑ, 6 ҫухрӑма яхӑн пралук тӑснӑ. Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче те курӑмлӑ улшӑнусем. Каҫсерен ытла тӗттӗм пулнӑ вӑхӑтсем халӗ иртнӗлӗхе юлнӑ. Энтузиастсен урамӗнчи темиҫе ҫурт картишӗнче каҫсерен ҫап-ҫутӑ. Подрядчик хӑйне шаннӑ ӗҫе вӑхӑтра та пахалӑхлӑ тунӑ. 
Ҫывӑхра пурӑнакансем те каҫсем самай ҫуталнипе кӑмӑллӑ. Хальхи йышши хунарсемпе хӑтлӑрах, хӑрушсӑрлӑх тӗлӗшӗнчен те самай лайӑхрах.

Тротуарсемпе те ҫӗнелнӗ. Ача сачӗсем, шкулсем, хушма пӗлӳ паракан учрежденисем таврашӗ те улшӑннӑ. Пурӗ Шупашкар хулипе кӑҫал 100 миллион тенкӗлӗх 41 тӗлти тротуара йӗркене кӗртнӗ. Ҫапах та депутатсен хӑш-пӗр лаптӑк тӗлӗшпе ыйтусем пулчӗҫ. Подрядчиксем ҫитменлӗхсене пӗтерме шантараҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн тӗрӗслев тепӗр хут иртӗ. 

Алиса Александрова, Надежда Андреева, Вадим Владимиров