Ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑ ҫак салтаксем республикӑри юн илекен станцине ырӑ та пархатарлӑ тӗллевпе килсе ҫитнӗ. Кашниех юранӑ таран юн парса кирлӗ вӑхӑтра йывӑрлӑха лекнӗ ҫынсене пулӑшас тӗллевлӗ. Ку акци ҫапӑҫу хирӗнчи ытти салтаксен пурнӑҫне те ҫӑлса хӑварма пулӑшӗ.
Михаил Исаев салтак вара нумай хутчен юн парса курнӑ. Ҫавӑнпа та ҫак тӗллевлӗ акцие те хутшӑнмасӑр юлма пултарайманнине каларӗ.
Этем пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассинче нимпе танлаштарма ҫук пархатарлӑ та пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫа ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑ 10 салтак хутшӑнчӗ. Ҫак юн ытти ҫынсене те хӑйсем пекех хӑюллӑ та паттӑр пулма пулӑшасса шанаҫҫӗ вӗсем. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, сывлӑх енчен донор пулма хирӗҫлекен сӑлтавсем пулмасан ҫак ырӑ юхӑма 18 ҫула ҫитнӗ кашни ҫын хутшӑнма пултарать.
Кунта ӗҫлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи куна донорсем ҫителӗклӗ. Ҫавах та, кӑмӑл пулсан Пирогов урамӗнчи 9-мӗш ҫурта кирек кам та пыма пултарать. Кашни донар пӗрре юн панипех 2-3 ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшаять.
Алексей Енейкин, Надежда Андреева, Виктор Степанов








