Элӗк тӑрӑхӗнчи Тавӑт ялӗнчи хастарсем салтаксем валли хӳтӗлев каррисем, аялти кӗпе-йӗм, сухан, ыхра парса яраҫҫӗ. Ку тӑрӑхри кӗмӗл волонтёрсене фронта пулӑшас тӗллев тӑватӑ ҫул каялла пӗр ушкӑна пӗрлештернӗ. Малтан ҫӑм нуски ҫыхнӑ, каярах окоп ҫуртисемпе хӳтӗлев сеткисем тума тытӑннӑ.
Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчен те салтаксене кирлӗ япаласем илсе ҫитерӗҫ. "Красный партизан" колхоз пархатарлӑ ӗҫе хастар хутшӑнать. Фронтри ентешӗсемпе ҫыхӑну тытнӑ май вӗсене мӗн кирлине унта лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ.
Медицина хатӗрӗсем, бинтсем, аптечкӑсем, госпитальте кирлӗ ытти япала чылай пуҫтарнӑ хастарсем. Бензогенераторсемпе моторлӑ пӑчкӑсем те хатӗрлерӗмӗр. Апат-ҫимӗҫ те парса яратпӑр, - тет Раҫҫей халӑх фрончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Юрий Ямсков.
Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе ырми-канми тӑрӑшакансен йышӗ республикӑра ӳссех пырать. Волонтёрсем, предприяти-организацисем, обществӑллӑ пӗрлешӳсем, вӗренӳ учрежденийӗсем - пурте май пур таран пулӑшма васкаҫҫӗ.
Екатерина Фомина, Антонина Капитонова, Денис Афанасьев








