Ятарлӑ ҫар операцийӗ - художник куҫӗпе

Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ тӗп библиотекӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене халалланӑ курав уҫӑлнӑ. Фронтри паттӑрсене ҫапла майпа Алексей Павлов художник хавхалантарас тенӗ. Пӗрремӗш куракансен йышӗнче 12-мӗшпе 29-мӗш шкулсенче вӗренекенсем пулчӗҫ.

Алексей Павлов ӳнерҫӗ Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Тӑвальушкӑнь ялӗнче пурӑнать. Ҫулталӑка яхӑн ӗнтӗ ятарлӑ ҫар операципе ҫыхӑннӑ хыпарсем тӗп вырӑнта. Тӗнчери лару-тӑру та кӑткӑс. "Эпӗ кашни кун экран ҫинче мӗн кӑтартнине сӑрӑсемпе сӑнлас терӗм", - тет ӳнерҫӗ. Картинӑсенче ытларах ҫар техники: танксем, тупӑсем, ракетӑсемпе самолетсем. Ҫавӑн пекех паттӑрсен портречӗсене те курма пулать. Алексей Павлов ҫак ӗҫе чун ыйтнипе тӑвать.

Куравра 20-е яхӑн ӳкерчӗк. Кашни ӗҫпе вӑл 2-3 кун тӑрӑшнӑ. Алексей Павлов уйрӑмах шуҫӑм е хӗвел аннӑ саманта сӑнлама кӑмӑллать. Вӗсенче пурнӑҫ илемӗ пулни туйӑнать. Куравпа пӗрремӗш паллашакансен йышӗнче Шупашкарти 12-мӗш тата 29-мӗш шкулсенче вӗренекенсем пулчӗҫ. Ӳкерчӗксем ҫамрӑксен чунӗнче патриотизм туйӑмне вӑратасса, кашни куна хаклама вӗрентессе шанать автор. Курав Маяковский ячӗллӗ библиотекӑра ҫак уйӑх вӗҫӗччен ӗҫлӗ. 

Диана Иванова, Дарья Петрова, Андрей Шоклев