Укҫа тӳлемелли йӗркене Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ӑнлантарса пачӗ.
- Малашне тӗрев укҫи 150 пин тенкӗпе танлашӗ. Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ятарлӑ ҫар операцине хӑй ирӗкӗпе хутшӑнакан, ҫавӑн пекех ЧР ҫар комиссариачӗ урлӑ контракт ҫирӗплетекен кашни салтака пӗр хутчен параҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла, Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви тӳлевпе тивӗҫтерессине хушма заявленисӗр йӗркелет, - палӑртрӗ Алёна Елизарова.
Екатерина Фомина, Екатерина Данилова, Виктор Степанов