Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксен ачисем валли Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ иртрӗ

Вырӑс драма театрне пухӑннӑ шӑпӑрлансене хаваслӑ спектакль кӑтартрӗҫ, пылак парнесем парса хавхалантарчӗҫ. 

Уява пухӑннисене саламлама Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев килсе ҫитрӗ. Вӑл пурне те ҫирӗп сывлӑхпа савӑк кӑмӑл сунчӗ. Спектакльте ачасем вӑрманта пурӑнакан Мулкач тата Тилӗ туссемпе Хӗл Мучипе Юр пикене хаяр Асамҫӑ тыткӑнӗнчен хӑтӑлма пулӑшрӗҫ. Ырӑ усала ҫӗнтернине курса ӗненчӗҫ. Сӑнарсемпе пӗрле юрларӗҫ, ташларӗҫ. Уявран пӗри те савӑк кӑмӑлсӑр каймарӗ. 

Оксана Верликова, Святослав Петров