Ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене пулӑшас ӗҫе республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ

Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче вӗренекенсем ӑшӑ тум-тир, кӗпе-йӗм тата минтерсем ҫӗлеҫҫӗ. Кӑҫалтан вара тепӗр ҫӗнӗлӗх пуҫарнӑ. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров паллашрӗ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан, колледжра вӗренекен ҫамрӑксем те айккинче юлма пултарайман. Чи малтан вӗсем салтаксем валли ӑшӑ тум-тир ҫӗлес ӗҫе пикеннӗ. Ку сӗнӳпе вӗсем патне Ҫӗмӗрлери "Ырӑ ӗҫсен" фончӗн волонтерӗсем тухнӑ. Вӗсемех материалсемпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал студентсем 10 толстовкӑ ҫӗленӗ. Малалла ку кӑтартӑва ӳстерсех пыма палӑртаҫҫӗ. Пӗлтӗр тата Самарти госпитальте сипленекен салтаксене пулӑшас тӗллевпе минтерсем ҫӗлеме пуҫланӑ. Вӗсене ятарлӑ медицина пусминчен хатӗрлеҫҫӗ, ҫумне ҫырусем хурса пама та манмаҫҫӗ. Минтерсен пӗрремӗш партине салтаксем патне ҫитерме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Дмитрий Захаров та ку ӗҫе хутшӑнчӗ. Хӑйӗн ячӗпе ҫыру шӑрҫаларӗ. Салтаксем тав туни вара студентсене малалла тата хавхаланса ӗҫлеме хистет.  

Госпитальсенче сипленекен салтаксем валли ятарлӑ кӗпе-йӗм ҫӗлессине те кӑҫал пикеннӗ. Хальлӗхе хастарсем пӗрремӗш партине ӑсталаҫҫӗ. Пулас ҫӗвӗҫсен аллинче ӗҫ кал-кал пырать. Пӗрисем пусмана шаблонсем тӑрӑх касса кӑлараҫҫӗ, теприсем ҫӗлеҫҫӗ.

Кӑҫал тата студентсем макулатура пуҫтарса тунӑ укҫапа пахча-ҫимӗҫ типӗтмелли хатӗр туяннӑ. Ҫавна май вӗсен салтаксен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклеме чей хатӗрлес шухӑш ҫуралнӑ. Курӑка вӗсем ҫулла хамӑр тӑрӑхра пуҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне типӗтнӗ улма-ҫырла та хушаҫҫӗ. Вӗсене хут курупкасене тирпейлесе чикеҫҫӗ. Малашне чипс тӑвас ӗҫе аталантарас тӗллевлӗ. Хӑйсен аллисемпе юратса ҫӗлекен япаласем тата техӗмлӗ чей урлӑ студентсем фронтри ентешсем патне чун ӑшшине ҫитерме васкаҫҫӗ.  Вӗренӳ министрӗ техникумсемпе колледжсенчи ырӑ пуҫарӑва пӗр чӑмӑра пӗрлештерме шантарчӗ. Ҫакӑ ӗҫе тата анлӑлатма пулӑшӗ.   

Оксана Верликова, Святослав Петров