Вӑрҫӑ хирӗнчи паттӑрлӑх, фронтри юлташсем, госпитальти тапхӑр, тӑван ҫӗре таврӑннӑ хыҫҫӑнхи кун-ҫул... Салтаксем чунне уҫни цифра архивӗнче сыхланса юлса шкулсенчи "Паттӑрлӑх урокӗсен" программине кӗрӗ, музейсенче, библиотекӑсенче упранӗ. Яваплӑ ӗҫе пикениччен журналистсем епле ыйтусене хускатсан аваннине, хӑш темӑна тӗкӗнме ирӗк ҫуккине тишкернӗ.
Видеоархив чӑвашла тата вырӑсла ҫырӑнать. Вӑл еплерех пулассине палӑртнӑ чухне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен асаилӗвӗсене мӗнле ҫырса илнине тӗпе хунӑ. Проекта пуҫараканӗ Юрий Богданов фронтра пулнӑ вӑхӑтрах ҫак шухӑшпа хавхаланнӑ, ассоциаци пайташӗсемпе сӳтсе явса заявка хатӗрленӗ. Чӑн паттӑрсем сӑпайлӑ та хӑйсем пирки мӑнаҫланса калаҫас йӑли ҫук. Пулас видеоархиври сӑнарсем те ҫаплах. Вӗсем ытларах юлташӗсен хастарлӑхӗ, тӗревӗ пирки хавхаланса каласа кӑтартаҫҫӗ, чунра ҫырӑнса юлнӑ самантсене аса илеҫҫӗ.
Раҫҫей Президенчӗн пуҫарӑвӗпе вӑй илнӗ проектӑн историйӗ Чӑваш Енрен ҫырӑнма пуҫланӑ. Интервьюсене пӗр эрне майлӑ Чӑваш Наци музейӗн "Родина за Нами" курав лапамӗнче ҫырнӑ. Презентацийӗ пирӗн регионта ҫу уйӑхӗнче иртмелле, унтан - Мускавра. Малашне пӗрлехи видеоархива ытти регионсене те явӑҫтарасшӑн.
Алиса Александрова, Виктор Степанов