Яшсене салтака ӑсатас ӗҫ санитари йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнса иртет

Ку ҫур ҫулта Чӑваш Енрен ҫӗршыва хӳтӗлеме 1200 ҫамрӑк тухса каймалла. Вӗсенчен 23-шне ӗнер Шупашкартан ӑсатрӗҫ.

Ҫак каччӑсем кунта киличчен хӑйсем пурӑнакан тӑрӑхра анализ парса "Ковид-19" ҫуккине ҫирӗплетнӗ. Унтан вӗсене тӗрлӗ районтан пухса ятарласа дезинфекциленӗ транспортпа республикӑри призыв пунктне илсе килнӗ. Кунта каччӑсем тепӗр тӗрӗслев витӗр тухрӗҫ. Малтанах мӗнпур асӑрхану йӗркине пӑхӑнса коронавируса палӑртакан васкавлӑ тест тӑваҫҫӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ 15 минутранах паллӑ пулать. Ҫак ушкӑн Балашихӑра тӗпленӗ. Ҫитсенех кашни салтакӑн тепӗр хут ковид-тест урлӑ тухса 2 эрне карантинра пулмалла. Вӑл вӑхӑтра вӗсем уйрӑмшар пӳлӗмсенче пурӑнаҫҫӗ. Чи пахи - пурте сывӑ пулни. 

 

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов