Ялти ӳнер шкулӗнче хулари пек майсем

Республикӑра 2019 ҫултанпа "Культура" наци проектне пурнӑҫа кӗртес енӗпе тимлеҫҫӗ. Вӑл шутра ача-пӑча ӳнер шкулӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, музыка инструменчӗсем, тӗрлӗ хатӗр туянаҫҫӗ. Ҫакӑн валли федераци тата республика бюджечӗсенчен 21 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Тӗпрен улшӑннӑ пӗлӳ ҫурчӗсенчен пӗри Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ.

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Октябрьскинчи тӗпрен ҫӗнетнӗ ача-пӑча ӳнер шкулне 2021-мӗш ҫул вӗҫӗнче уҫнӑ. Малтанхи кивӗ ҫуртран стенисемпе тӑрри ҫеҫ юлнӑ. Ыттине йӑлтах улӑштарнӑ. Пурӗ ҫакӑн валли "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 5 миллион ытла тенкӗ тӑккаланӑ. 2025-мӗш ҫулта ӳнер шкулӗ хӑйӗн ҫавра ҫулне - ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. 

Ӳнер шкулне юнашар ялсенчен те ҫӳреҫҫӗ. Пурӗ кунта 67 ача ӑс пухать. Вӗсене 4 вӗрентекен пултарулӑхне туптама пулӑшать. Педагогсен хушшинче хӑйсем те ҫак шкула пӗтернисем пур. Кунта ачасене фортепианӑпа, баянпа, гитарӑпа, балалайкӑпа калама, ҫавӑн пекех ӳкерме вӗрентеҫҫӗ. Халӑх инструменчӗсен ансамбльне те йӗркеленӗ. 

Кунта ӑс пухакан ачасем ҫулсерен район, республика тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса палӑраҫҫӗ. Ҫакӑнта чуна парса вӑй хуракан педагогсен тӳпи пысӑк. 

Тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ, музыка инструменчӗсемпе пуянланнӑ ӳнер шкулӗ халӗ ялти культура тытӑмне аталантармалли тӗп вырӑнсенчен пӗри шутланать. Унтан вӗренсе тухакансем ӑстасем пулса, хӑйсен тӑван тӑрӑхне чапа кӑларасса шанаҫҫӗ вӗрентекенсем. 

Оксана Верликова, Михаил Солин