Ялти суту-илӗве аталантаракансем

Чӑвашпотребсоюз журналистсем валли семинар ирттерчӗ. Ҫакӑн евӗр ӗҫ-пуҫа пӗрлешӳ кашни ҫулах йӗркелет. Ку хутӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене Вӑрнар районӗнчи потребительсен тытӑмӗпе паллаштарчӗҫ.

Районти чи пысӑк йышӑну пункчӗсенчен пӗри Кӳлхӗрринче вырнаҫнӑ. Вӑл райпо лавккипе юнашар. Ял ҫыннисем кунта тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫ, эмел курӑкӗ, милӗк вырнаҫтарса тупӑш тӑваҫҫӗ. Райпо тытӑмӗнче 50 ытла лавкка. Чылайӑшӗнче халӑхран чӗр тавар йышӑнаҫҫӗ. Ҫапах та пур ҫӗрте те лавкка ҫук. Халӑх нушине пӗлсе ӗнтӗ Чӑвашпотребсоюз куҫса ҫӳрекен лавккасем туяннӑ. Пурӗ 47 транпсорт, 15-шӗ - вӗр ҫӗннисем. Вӗсенче холодильник те, алӑ ҫумалли те пур. Чӑвашпотребсоюз ҫынсен сывлӑхӗшӗн те тӑрӑшать - аптекӑсем уҫать. Республикӑра пурӗ пӗрлешӳ тимлесе тӑракан ҫакнашкал 50 яхӑн организаци ӗҫлет. Ҫитес вӑхӑтра Каҫал тӑрӑхӗнче те ҫӗнӗ йышши аптека уҫма палӑртаҫҫӗ. 

 

Вероника Павлова, Димитрий Макаров