Ялсенче тӗпленсе, ӗҫлесе пурӑнакансен шучӗ ӳстӗр тесе патшалӑх тӗрлӗ пулӑшу кӳрет. Кӑҫал ятарлӑ программӑпа республикӑри 20 ҫемье пурӑнмалли майсене лайӑхлатма пултарнӑ. Халӗ вара ҫак тӗллевпе федераци хыснинчен 45 миллион тенкӗ хушма укҫа уйӑрнӑ. Волковсем - Тӑвай тӑрӑхӗнчен. Ҫемье пуҫӗ вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗнче, мӑшӑрӗ культура ҫуртӗнче тӑрӑшать. Вӗсем ялта та хуларинчен кая мар пурӑнма пулнине палӑртаҫҫӗ.
Патшалӑх пулӑшӑвне агропромышленность комплексӗнче, социаллӑ тытӑмра вӑй хуракансем, вӑл шутра учительсем, библиотекарьсем, ӗне сӑвакан операторсем, сутуҫӑсем, поварсемпе фельдшерсем, выльӑх пӑхакансем, пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерекенсем тата ытти профессире тӑрӑшакансем тивӗҫрӗҫ. Субсиди хакӗ 515 пин тенкӗрен пуҫласа пӗр миллион та 600 пин тенкӗ таран.
Сергей Артамонов министр республикӑри ял хуҫалӑх тытӑмӗн хастарӗсемпе канашлу ирттерчӗ. Унта ҫулталӑкри ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ, тӗллевсене палӑртрӗҫ. Патшалӑх паракан пулӑшупа мӗнле тухӑҫлӑ усӑ курмаллине сӳтсе яврӗҫ.
Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова