Ялта ӗҫлесе пурӑнас текенсем валли

Раҫҫейре кӑҫалтан ялта пурӑнакансем ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека илме пултараҫҫӗ. Унпа хатӗр ҫурт туянма е ҫӗннине хӑпартма, банкри парӑма татма пулать.

Пирӗн республика пирвайхи сертфикат панисен йышне кӗнӗ. Ҫӑмӑллӑха тивӗҫнӗ 2 ҫемьене Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Олег Николаев саламларӗ.

Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнакан Таймаскинсен 2 хӗр. Асли - 3 ҫулта, кӗҫӗнни - 9 уйӑхра. Йыш хушӑннипе ҫамрӑк мӑшӑр пысӑкрах та хӑтлӑрах пурӑнмалли кӗтес пирки ӗмӗтленме пуҫланӑ. Ял ипотеки шӑпах вӑхӑтлӑ пулнӑ.

Алиса Александрова, Семен Антонов