Ялсенче пӗччен пурӑнакансем куллен кирлӗ тавар туянайманнипе нушаланаҫҫӗ

Коронавирус пандемине пула килтен тухма хушман чухне пӗчӗк ялсенче апат-ҫимӗҫпе эмел туянасси нушаллӑ.

Ытларах чухне аслӑ ҫултисем ҫеҫ пурӑнакан тӑрӑхсенче лавкка та, аптека та ҫук. Ҫавна пулах Ҫӗрпӳ районӗнчи ватӑсем халӑх фрончӗн вырӑнти уйрӑмӗнчен  пулӑшу ыйтнӑ. ОНФ хастарӗсем пенсионерсене пӗр хушӑ пурӑнмалӑх апат-ҫимӗҫпе эмел килсе панӑ. Пӗчӗк ялсенче, уйрӑмах чир сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк чухне,  куллен кирлӗ таварпа тивӗҫтерессине йӗркелемеллине палӑртаҫҫӗ халӑх фрончӗн пайташӗсем.

 

Ирина Николаева, Никита Углев