Ытларах чухне аслӑ ҫултисем ҫеҫ пурӑнакан тӑрӑхсенче лавкка та, аптека та ҫук. Ҫавна пулах Ҫӗрпӳ районӗнчи ватӑсем халӑх фрончӗн вырӑнти уйрӑмӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. ОНФ хастарӗсем пенсионерсене пӗр хушӑ пурӑнмалӑх апат-ҫимӗҫпе эмел килсе панӑ. Пӗчӗк ялсенче, уйрӑмах чир сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк чухне, куллен кирлӗ таварпа тивӗҫтерессине йӗркелемеллине палӑртаҫҫӗ халӑх фрончӗн пайташӗсем.
Ирина Николаева, Никита Углев