Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫурала ӳснӗ Сергей Афанасьевич пурнӑҫӑн аслӑ ҫулне педагогикӑран пуҫланӑ. 1952-мӗш ҫулта Канашри учительсем хатӗрлекен институтран вӗренсе тухсан Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче малтан чӑваш, унтан вырӑс уйрӑмӗсенче пӗлӳ пухнӑ. Патӑрьел районӗнчи Туҫари вӑтам шкулта директор ҫумӗнче, вырӑс чӗлхи учителӗнче вӑй хунӑ. Вӗренекенсене тарӑн пӗлӳ парас тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ. Каярах хастар ҫамрӑка "Гвардеец" колхозӑн партком секретарьне, унтан районти парти комитечӗн иккӗмӗш секретарьне куҫарнӑ. Сергей Карягин пур ӗҫре те пуҫаруллӑ та чунне парса тӑрӑшакан ҫын пулнине пуҫтарӑннӑ хӑнасем тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ.
1976-мӗш ҫултан 2002-мӗш ҫулччен Сергей Карягин "Коммунизм ялавӗ" хаҫатра корреспондент, пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлне тарӑннӑн ҫутатса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Енри "Астӑвӑм" кӗнекене тата "Патӑрьел районӗн энциклопедине" кӑларас тата пухса йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ.
Сергей Афанасьевич юрра-ташша та ӑста пулнӑ. Мӗн пурнӑҫ вӗҫӗччен ветерансен хорне юрлама ҫӳренӗ. Пултарулӑхра вӑл чун киленӗҫӗ тупнӑ.
Сергей Афанасьевич мӑшӑрӗпе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӑл ачисемшӗн те, мӑнукӗсемшӗн те яланах тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ.
Оксана Верликова, Марина Карягина, Виктор Степанов