Ял-хула тӑрӑхӗсене аталантарассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене халӑхпа пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ

Паян Правительство ушкӑнӗ Пӑрачкав, Элӗк, Вӑрнар тата Етӗрне округӗсенче "Уҫӑ калаҫу" йӗркелет. Ҫакнашкал тӗл пулу Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче те иртрӗ. 

Правительствӑра ӗҫлекенсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫма май пурри паха. Ҫакна тӗл пулӑва килнисем те ҫирӗплетрӗҫ. Министрсем ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗҫ. Ушкӑнсене пайланса та ӗҫлерӗҫ. Пӗр лапамра ял хуҫалӑх, промышленность епле аталаннине тишкерсе тухрӗҫ, тепринче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тимлӗх уйӑрчӗҫ. "Мирлӗ пурнӑҫа утӑм" проектпа килӗшӳллӗн Ҫӗмӗрле тӑрӑхне "Пулӑшу десанчӗ" ҫитрӗ. Салтаксен, вӗсен тӑванӗсен ыйтӑвӗсене тӗрлӗ ведомствӑри специалистсем хуравларӗҫ.  

"Уҫӑ калаҫу" вӑхӑтӗнче муниципалитетӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне те сӳтсе яврӗҫ. Правительство ертӳҫи Сергей Артамонов палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле округӗн ҫитӗнӳсем ҫук мар, унпа пӗрлех ҫивӗч ыйту та чылай. 

Инвестици тата инфратытӑм проекчӗсем пирки те сӑмах пычӗ тӗл пулура. Кӑҫал Ҫӗмӗрлере медицина центрӗн поликлиникине тата 6-мӗш шкула тӗпрен ҫӗнетнӗ. Пысӑк ӗҫсенчен пӗри - ҫулсене юсаса йӗркене кӗртесси. "Ниме-халӑх бюджечӗ" программӑпа вара округра 76 проект пурнӑҫланать. "Уҫӑ калаҫӑва" хутшӑнакансен ыйту чылай пулчӗ. Пӗр ялта шыв пахалӑхӗ начар, тепринче ҫул юсамалла. Лавкка ҫукки те нуша кӳрет. Пӗр ыйтӑва та хуравсӑр хӑвармарӗҫ. Сергей Артамонов премьер-министр тӗл пулӑва пӗтӗмлетнӗ май, Ҫӗмӗрле округӗ умӗнчи тӗллевсене палӑртрӗ. 

"Уҫӑ калаҫу" Правительствӑшӑн та, халӑхшӑн та усӑллӑ пулни куҫкӗрет. - Ҫакӑ муниципалитетри лару-тӑрӑва хак пама, малашнехи ҫул-йӗре палӑртма пулӑшать. Пӗрле ӗҫлесен ӳсӗм пулатех, - терӗҫ тӗл пулӑва килнисем.  

Екатерина Фомина, Сергей Емельянов