Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра тӑрӑшакансем уяв кӗрекинче савӑнчӗҫ 

Уяв Оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе унта ҫитӗнӳсем тунӑ ял хуҫалӑх предприятисемпе фермерсене чысларӗҫ. 

Тухӑҫа уй-хиртен пуҫтарса кӗртнӗ хыҫҫӑн кӗрекере савӑнма та кӑмӑллӑ. Республикӑри фермерсем, апат-ҫимӗҫ тирпейлекен предприятисем хӑйсем туса илекен продукципе паллаштарчӗҫ. Ҫав тери илӗртӳллӗ те пуян курав пулнине палӑртрӗҫ уява ҫитнӗ хӑнасем. Ҫӑкӑр-булка, аш-какайран, сӗтрен хатӗрленӗ юр-вар, чӑваш пылӗ, чейӗ - сӗтел ури авӑнса тӑрать. 

Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов кăçалхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 970 пин тонна ытла пуҫтарса илнӗ. Тухӑҫӗ пӗр гектартан 33 центнер ҫурӑ. Ҫӗр улмине, ҫу кӑлармалли культурӑсене, ытти пахча ҫимӗҫе пӗлтӗрхинчен ытларах пухса кӗртнӗ. Ҫӑмарта, аш-какай кӑна сахалрах туса илнӗ. Уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа пухӑннисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Производствӑпа экономика кӑтартӑвӗсемпе мала тухнӑ муниципалитетсене чысларӗ. Пĕрремĕш вырăна хӑйсен ушкӑнӗсенче Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Хĕрлĕ Чутай округӗсем йышӑнчӗҫ. 

 

Диана Иванова, Святослав Петров