Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗн ветеранӗсене чукун ҫул вокзалӗнче кӗтсе илчӗҫ. Асӑнмаллӑх сӑн укерчӗк тунӑ хыҫҫӑн Патшалӑх Думине ҫул тытрӗҫ. Хӑнасене малтан Троекуров палатинче йышӑнчӗҫ. Ҫак пӳлӗмсем 1-мӗш Петӗр патшана та ас тӑваҫҫӗ, иккен. 17-мӗш ӗмӗрте хӑпартнӑ ҫурт парламентӑн картишӗнче вырнаҫнӑ. Ял хуҫалӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑскерсене хисеплесе тӗл пулӑва кунта ирттерме йышӑннӑ.
Ҫӗр ӗҫӗн ветеранӗсемпе Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тӗл пулчӗ. Республикӑшӑн тӑрӑшакансемпе сӳтсе явмалли сахал мар. Пурте хӑй вӑхӑтӗнче тӗрлӗ хуҫалӑхпа предприятире вӑй хунӑ. Паян та общество ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хавхалантарас тӗллевпе Мускава йыхравланӑ та вӗсене. Алла Салаева сӑмахӗпе, ҫулҫӳреве йӗркелеме Сергей Артамонов премьер-министрпа ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев та пулӑшнӑ.
Чӑн та, чылайӑшӗ ку таранччен Патшалӑх Думинче пулса курман. Хастарсем валли экскурси ирттерчӗҫ, тӗрлӗ фракци ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. ЛДПР партин канашлу залӗнчен Мускавӑн чи илемлӗ вырӑнӗсемпе киленчӗҫ. Манеж тӳремӗ ал тупанӗ ҫинчи пек курӑнать. Паллӑ политиксемпе тӗл пулни те ентешсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ.
Халиччен телевизорпа кӑна курнӑ Патшалӑх Думин коридорӗсемпе Чӑваш Енри шкул ачисем те утса тухрӗҫ. Вӗсемшӗн ку пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Мускава 5 паллӑпа вӗренекенсене тата шкул пурнӑҫне хастар хутшӑнакансене ҫеҫ чӗннӗ-ҫке! Ҫулҫӳреве йӗркелеме Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Свешников пулӑшнӑ.
Чи кӗтнӗ самант - депутатпа куҫа-куҫӑн калаҫни. Ӗҫӗ нумай пулин те, Алла Салаева шкул ачисемпе сехете яхӑн пулчӗ. Ҫамрӑксем хӑйсене хӑюллӑн тытрӗҫ, тӗрлӗ ыйту пачӗҫ. Парламентари сӑмахӗпе, ҫакӑн пек тӗл пулусем кирлех, вӗренекенсемшӗн Мускава килсе курни те мӗне тӑрать!
Ентешсене Мускавӑн чи паллӑ вырӑнӗсене те кӑтартрӗҫ. Уйрӑмах Ҫӗнтерӳ музейӗ асра юлчӗ. Кунта хальхи экспозици урлӑ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки каласа параҫҫӗ. Кӗнекери историсем "чӗрӗлнӗ" тейӗн. Аслисем те, ҫамрӑксем те чылай ҫӗнни пӗлчӗҫ.
Аслӑ Ҫӗнтерӗве фронтпа пӗрлех тылра та туптанӑ. Кунта Чӑваш Енӗн тӳпи те пур. Кун пирки музейра тӗплӗ каласа кӑтартнӑ. Ҫакӑн пек ҫулҫӳревсем тавракурӑма анлӑлатма пулӑшаҫҫӗ, тӑван ҫӗршывӑн историне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хастар яш-кӗрӗме Мускава тата та чӗнме палӑртаҫҫӗ.
Вероника Павлова, Андрей Шоклев, Виктор Степанов








