Ял хӗрарӑмӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи паллӑ 

Ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ. Уяв тӗлне Чӑваш наци конгресӗ регионсем шайӗнче "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурс ирттерчӗ. Кӑҫалхипе ӑна виҫҫӗмӗш хут йӗркелерӗҫ. 

Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ. 8 хӗрарӑм иккӗмӗш тура тухма тивӗҫ пулнӑ. Вӑл шутра Оренбург тата Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи хастарсем. Тупӑшу пӗтӗмлетӗвӗпе "Ылтан алӑ" номинацире Етӗрне районӗнчи Наталия Иванова ҫӗнтерчӗ. Вӑл чӑваш хӗрарӑмӗ чӗнтӗр ҫыхнине, ҫип арланине кӑтартса пачӗ. Оренбург облаҫӗнчи Надежда Сафронова "Тӗпел хуҫи" номинацире палӑрчӗ. Аякри ентеш хатӗрлесе килнӗ шӑрттана пурте килӗштерчӗҫ. Муркаш районӗнчи Светалана Иванова "Пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ", Красноармейски тӑрӑхӗнчи Любовь Платонова "Ӑс-хакӑл" арчи номинацисенче ҫӗнтерчӗҫ. Гран-прие Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Вероника Кузнецова тивӗҫрӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов ӑна санаторире канма путевка парнелерӗ, ыттисене те хаклӑ парнесемпе хавхалантарчӗҫ. 

Алена Артемкина, Зоя Яковлева