Ял халӑхӗ кану тата астӑвӑм вырӑнӗ йӗркеленӗ

Етӗрне районӗнчи Чирӗккасси ял тӑрӑхӗнче халӑх пуҫарӑвӗн программипе иртнӗ ҫул 11 проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхне тӗпе хурса пӗвесене тасатса машин ҫаврӑнмалли лаптӑк тунӑ, масарсене йӗркене кӗртнӗ. Вӑрманкас Етӗрнере вара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ салтаксене халалласа стела тунӑ. 

Ҫак вырӑнта унччен ҫара лаптӑк пулнӑ. Юнашарах кивӗ лаша фермин карти, юхӑнса кайнӑ колхоз ҫурчӗ урама илемсӗрлетнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине ялтан 92-ӗн тухса кайнӑ, 38-шӗ таврӑнман. Пӗлтӗр ҫак урамра пурӑнакан пӗртӑвансем - Дмитрийпе Денис Гармонистовсем фронтра пуҫ хунисене асӑнса лӑсӑллӑ йывӑҫсем лартнӑ. Ҫавӑнтан пуҫланса кайнӑ та ку вырӑна тирпей-илем кӳрес ӗҫ. Ялта пурӑнакансен пуҫарӑвӗпе Аслӑ вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ салтаксене асӑнса стела тума шутланӑ. Ҫак ӗҫе пӗтӗм ял халӑхӗ хутшӑннӑ. Кивӗ лаша фермин картишӗнче халӗ кану вырӑнӗ. Йывӑҫ-тӗме кӑкласа шӑтӑк-путӑксене тӳрлетнӗ, ача-пӑча лаптӑкӗ йӗркеленӗ. Беседка, сцена, ларкӑчсем тунӑ, чечексем лартнӑ. Уява кунӗнче хурансем ҫакса ярса тӗрлӗ апат пӗҫерчӗҫ, ял-йышпа хӑнасене сӑйларӗҫ. 

Алёна Артёмкина, Димитрий Макаров