Ҫак вырӑнта унччен ҫара лаптӑк пулнӑ. Юнашарах кивӗ лаша фермин карти, юхӑнса кайнӑ колхоз ҫурчӗ урама илемсӗрлетнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине ялтан 92-ӗн тухса кайнӑ, 38-шӗ таврӑнман. Пӗлтӗр ҫак урамра пурӑнакан пӗртӑвансем - Дмитрийпе Денис Гармонистовсем фронтра пуҫ хунисене асӑнса лӑсӑллӑ йывӑҫсем лартнӑ. Ҫавӑнтан пуҫланса кайнӑ та ку вырӑна тирпей-илем кӳрес ӗҫ. Ялта пурӑнакансен пуҫарӑвӗпе Аслӑ вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ салтаксене асӑнса стела тума шутланӑ. Ҫак ӗҫе пӗтӗм ял халӑхӗ хутшӑннӑ. Кивӗ лаша фермин картишӗнче халӗ кану вырӑнӗ. Йывӑҫ-тӗме кӑкласа шӑтӑк-путӑксене тӳрлетнӗ, ача-пӑча лаптӑкӗ йӗркеленӗ. Беседка, сцена, ларкӑчсем тунӑ, чечексем лартнӑ. Уява кунӗнче хурансем ҫакса ярса тӗрлӗ апат пӗҫерчӗҫ, ял-йышпа хӑнасене сӑйларӗҫ.
Алёна Артёмкина, Димитрий Макаров