Хурӑнсур Ҫармӑсри культурӑпа спорт центрӗн никӗсне 2002-мӗш ҫултах хывнӑ. Халӑх пуҫарӑвӗн программипе усӑ курса ӑна кӑҫал туса пӗтернӗ. Центра Раҫҫей Геройӗн Фёдор Кузьминӑн ятне пама йышӑнни ӑнсӑртран мар. Унӑн ашшӗ ку ялта ҫуралса ӳснӗ. Паттӑр Пермьри милицин ятарлӑ отрядӗнче службӑра тӑнӑ, Ҫурҫӗр Кавказра командировкӑра пӗрре мар пулнӑ. 1996-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗршыв Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн милици лейтенантне Федор Васильевич Кузьмина ҫар хушӑвне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн вилнӗ хыҫҫӑн Раҫҫей Геройӗн ятне панӑ. Хӑнасене культурӑпа спорт центрӗнче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине тӗпе хурса юрӑ-ташӑпа тата ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ.
Пысӑк та капмар ҫуртра хӑтлӑ фойе, спорт тата концерт залӗсем вырнаҫнӑ. Федор Кузьмина халалласа ятарлӑ кӗтес те йӗркеленӗ. Малашне кунта сывлӑх клубне уҫма палӑртаҫҫӗ.
Уява килнӗ хӑнасем ҫак центра уҫни Хурӑнсур Ҫармӑс ялӗн пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнине пӗлтерет, терӗҫ. Пӗрле тӑрӑшса, кар тӑрса вӑй хунине пула ҫурта хута яма пултарнине палӑртрӗҫ. Ялта пурӑнакансен пултарулӑхне аталантарма кунта халӗ майсем ҫителӗклӗ.
Уява пухӑннисене Фёдор Кузьмин ячӗллӗ Пермьри кадетсен училищин ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа паракан фильмпа паллаштарчӗҫ. Унта малашлӑхра Вӑрнар тӑрӑхӗнчи кадетсене те илсе кайса кӑтартасшӑн.
Культурӑпа спорт центрӗ ял ҫыннисене пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли тата пултарулӑха аталантармалли вырӑн пулса тӑрасси никама та иккӗлентермест.
Оксана Верликова, Денис Афанасьев