Ял ачисене пӗлӳ парасси хула шкулӗсенчи шайран уйрӑлса ан тӑтӑр

Ҫак тӗллевпе Чӑваш Енре ҫулсерен ҫӗнӗ вӗренӳ учрежденийӗсем тӑваҫҫӗ, кивелнисене тӗпрен юсаҫҫӗ. Паянхи кун республикӑри 27 шкулта ӗҫ вӗрет. Йӗпреҫ тата Шупашкар тӑрӑхӗсенче вӑй хуракан строительсем патне Дмитрий Захаров министр ҫитсе курчӗ. 

1977-мӗш ҫулта хута янӑ Ҫемен Элкер ячӗллӗ вӗренӳ учрежденине халиччен кун пек пысӑк тимлӗх уйӑрман. Сӑрлакаласа, юсакаласа йӗркене кӗрткеленӗ. Анчах ҫулран-ҫул ҫурт юхӑнсах пынӑ. Йӗпреҫ округӗнчи Пысӑк Упакассинчи 9 класлӑ шкул юсав бригадине нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӗтсе илнӗ. Халиччен хӑйсене шаннӑ кашни объектра ырӑ ят кӑна хӑварнӑ компани пысӑк ӗҫе 50 ҫынна явӑҫтарнӑ. "Паянхи куна рабочисен алли тӗкӗнмен пӗр кӗтес те юлмарӗ шкулта", - тет подрядчик. 

Вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетмелли патшалӑх программипе килӗшӳллӗн ҫӗршыв бюджетӗнчен Пысӑк Упакасси шкулне 68 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Халиччен усӑ курман 3-мӗш хута та юсанӑ строительсем. "Ҫӗнелсе хӑтлӑланнӑ пӳлӗмсене пушӑ тӑратмастпӑрах", - палӑртать шкул директорӗ. Кунта "Точка роста" вӗренӳ центрӗн ӗҫне йӗркелесшӗн. "Ачасемшӗн те, учительсемшӗн те шкул иккӗмӗш кил вырӑнӗнче. Ҫавӑнпа классене, коридорсене мӗнле тӗссемпе сӑрлассине те, дизайнне те хамӑр кӑмӑла кура пӗрле суйларӑмӑр. Ашшӗ-амӑшӗ те айккинче юлмарӗ", - теҫҫӗ куҫ умӗнче улшӑнса пыракан пӗлӳ ҫурчӗн педагогӗсем. Строительсем графикра палӑртнӑ вӑхӑта тӑсмасӑр объектри ӗҫсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантараҫҫӗ. Пӗр хушӑ Йӗпреҫре вӗреннӗ ачасем авӑн уйӑхӗнче тинех тӑван шкулне таврӑнӗҫ. Шкул умӗнхи 2 ушкӑна тепӗр 30 ача ҫӳрет. Ҫитес ҫул вара пысӑкупакассисем пӗлӳ ҫурчӗн картишне хӑтлӑх кӳрес тӗллевлӗ. 

Шупашкар тӑрӑхӗнчи темиҫе шкулта та ӗҫ вӗрет. Строительсем хӑйсене уйӑрса панӑ вӑхӑта пач сая ямаҫҫӗ. Ҫӗньял шкулне 1982-мӗш ҫулта уҫнӑ. Юсав программине кӗме экспертиза ирттернӗ чухне вӗренӳ учрежденийӗ 50 ытла процент чухлӗ юхӑнни палӑрнӑ. Паянхи кун тӗлне мӗн-пур ӗҫӗн 70 процентне туса пӗтернӗ. Халӗ ҫурт тӑррине улӑштараҫҫӗ, стенасене ӑшӑ тытмалла тӑваҫҫӗ, шалти ӗҫсем те вӗҫленмен-ха. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 150-а яхӑн ачана йышӑнма хатӗрленекен шкулта юсав ҫурла уйӑхӗнче вӗҫленмелле. 

Дмитрий Захаров министр пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун республикӑри 27 шкулта тӗплӗ юсав пырать. 4 пӗлӳ учрежденийӗнче вӑл ҫак эрнере вӗҫленмелле. Подрядчиксен ӗҫне строительство тӗрӗслевӗн служби те, яваплӑ министерствӑри специалистсем те сӑнасах тӑраҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов