Вут-ҫулӑм айӗнчен чӗрӗ-сывӑ тухма ӗненӳ пулӑшнӑ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин чи ҫамрӑк ветеранӗсем 100 ҫул патне ҫывхарчӗҫ. Ӗмӗр урлӑ каҫнисем те чылаййӑн. Вӗсенчен пӗри - Хусанта пурӑнакан Фёдор Мердюков. 

Федор Федорович Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Аксу ялӗнче 4 ачаллӑ хресчен ҫемйинче ӳснӗ. Ывӑл ача кӳршӗ ялти 8 класлӑ шкула пӗтерсен вӑрҫӑ тухнӑ. Ун чухне вӑл колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл вӑхӑта Федорӑн аслӑ пиччӗшӗ вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ пулнӑ. Федор та фронта ҫитичченех вӑрҫӑ синкерлӗхне туйса илнӗ. Салтаксемпе пыракан пуйӑса нимӗҫсем самолётран бомбӑсем пӑрахса тӗп тума хӑтланнӑ. Темиҫе вакун пынӑ ҫӗртех сирпӗнсе кайнӑ. -Вӑл кунсене аса илме те хӑрушӑ, - тет ветеран.

Федор Белоруссин 2-мӗш фронтне лекнӗ. Малтанах пехотӑра, унтан танксене хирӗҫ кӗрешекен артиллери йышӗнче пулнӑ вӑл. Салтак 76 миллиметрлӑ снарядсемпе тупӑсене авӑрласа тӑнӑ. Ҫапла вӑл 424-мӗш пулеметпа артиллери батальонӗнче ҫапӑҫса Германиех ҫитнӗ. Тӑшмана ҫапса аркатсан та хӗсметри салтаксене килӗсене яма васкаман. Федор Мердюков службӑрах юлнӑ. Польшӑра малалла ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Унтах Федор Мердюков ҫемье ҫавӑрнӑ. 

Тӑван тӑрӑха куҫса килсе мӑшӑрӗпе пӗр ача ҫитӗнтернӗ. Сӑмах май, вӑрҫӑ ветеранӗн арӑмӗ те вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулнӑ, 97 ҫула ҫитиччен пурӑннӑ. Халӗ вара 100 ҫулти Федор Федорович пӗчченех пурӑнать. Кашни кунах ун патне хӗрӗ пырса ҫӳрет. Ентешӗсем те ват ҫынна манмаҫҫӗ. Хусантан та, Шупашкартан та килсе ҫӳреҫҫӗ. Хальхинче хисеплӗ ҫын патне Чӑваш Енри ветерансен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем ҫитрӗҫ.

Хисеплӗ ветерана эпир те Аслӑ Ҫӗнтерӳ юбилейне тулли кӑмӑлпа кӗтсе илме ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр. 

 

Алексей Енейкин