Этнобиблиотека Каҫал тӑрӑхӗнче пӗрле килӗштерсе пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, вӗсен культурипе йӑли-йӗркине пӗтӗҫтерекен вырӑн пулӗ. Ӑна юсаса ҫӗнетме федераци бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак укҫапа ҫуртӑн сӑн-сӑпатне палӑрмалла мар улӑштарнӑ, ҫӗнӗ кӗнекесемпе сӗтел-пукан, компьютерсемпе интерактивлӑ техника туяннӑ. Ҫӗнелсе капӑрланнӑ учрежденипе уява килнӗ хӑнасем паллашрӗҫ. Малашне вӑл тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсен чи юратнӑ вырӑнӗ пуласса шаннине каларӗҫ.
Библиотека вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли центр пулса тӑрӗ. Кунта тӗрлӗ лаптӑк йӗркеленӗ: вулав залӗ, вӗренекенсем валли уйрӑм аудиторисем, пултарулӑха аталантармалли кӗтессем тата ытти те. Вулавӑшра тӗрлӗ кружок, ӑсталӑх сехечӗсем ирттерме пулать.
Библиотека фончӗ те ҫулран-ҫул пуянласа пырать. Пурӗ кунта 24 пине яхӑн кӗнеке упранать. Хальхинче ҫӳлӗксем ҫинче 2 пине яхӑн ҫӗнӗ, кӑсӑклӑ, хальхи йышши изданисем вырӑн тупнӑ. Вӗсен йышӗнче чӑваш тата тутар чӗлхипе ҫырнисем нумай пулни те савӑнтарать. Кӗнеке тӗнчипе туслӑ ҫынсемшӗн вулавӑш чӑн-чӑн ырлӑх пулса тӑнӑ. Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе ҫитес ҫулта юсаса ҫӗнетнӗ, хальхи ӑру вулавӑшӗсем Чӑваш Енри кашни муниципалитетра пулмалла.
Оксана Верликова, Михаил Солин