Вулакансем Наци библиотеки кашни ҫул хатӗрлесе кӑларакан кӗнекепе паллашма пултараҫҫӗ

490 яхӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑма шута илнӗ. Вӑл йышра республикӑн экономика, ӑслӑлӑх, культура пурнӑҫӗнчи паллӑ самантсем, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, регионӑн тӗрлӗ енлӗ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсем ҫинчен каласа пани, ытти тӗрлӗ информаци.

Календарь 1967-мӗш ҫултанпа тухса тӑрать. 1997-мӗшӗнчен вара "Ҫулталӑк кӗнеки" ятпа. 2024-мӗшӗнчи уйрӑмах паллӑ ҫавраҫулсенчен пӗри - Шупашкар хулин Ҫуралнӑ кунӗ. Кӑҫал тӗп хуламӑр 555 тултарать. Кӗнекен малтанхи страницисенче истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн Василий Димитриевӑн биографийӗ вырӑн тупнӑ. Вӑл ҫуралнӑранпа кӑрлач уйӑхӗнче пӗр ӗмӗр ҫитрӗ. Наука ӗҫченӗсене ҫулталӑк тӑршшӗпе темиҫе хутчен те аса илӗпӗр. Кӑҫал Николай Золотницкий этнограф кун ҫути курнӑранпа 195, Василий Магницкий фольклорист ҫут тӗнчене килнӗренпе  185 ҫул ҫитет. 2024-мӗш ҫулта  ҫыравҫӑсене те пӗрре мар чыслӑпӑр. Культурӑри чи курӑмлӑ пулӑмсенчен пӗри - Ҫеҫпӗл Мишшин 125 ҫулӗ пулӗ. Унӑн хайлавӗсене тӗнчери нумай чӗлхене куҫарнӑ, пурнӑҫӑпе пултарулӑхне кӗнекесенче, фильмсенче ҫутатнӑ, кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр ятне шкулсене, музейсене, библиотекӑсене панӑ.
 Чӑваш литературин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗсене Александр Артемьева, Ҫемен Элкере, Хветӗр Уяра, Алексей Талвира сума суса библиотекӑсенче, шкулсенче чылай ӗҫ-пуҫ ирттересси паллӑ. Геннадий Айхин хӑйнеевӗрлӗ ҫыру ӑсталӑхне кӑмӑллакансем унӑн 90 ҫулӗ ячӗпе асаилӳ каҫӗсене пуҫтарӑнӗҫ. 
2024-мӗш ҫулта 85 ҫул тултаракан Чӑваш халӑх художникӗсем Николай Енилин, Раиса Терюкалова, РСФСР халӑх артисчӗсем Валерий Яковлев, Николай Григорьев пирки те кӑларӑмра тӗплӗн ҫырнӑ.  Чӑваш Енри хӑш-пӗр предприятисемпе учрежденисене те кӑҫалхи ҫулталӑк кӗнекине кӗртме сӑлтавӗ тупӑннӑ. Йӗпреҫри тӗп библиотека, "Фармаци" пӗрлешӳ уҫӑлнӑранпа пӗр ӗмӗр, Шупашкарти эрех завочӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 125 ҫул ҫитет. Календарь патшалӑх тытӑмӗнче, культура учрежденийӗсенче, массӑллӑ информаци хатӗресенче ӗҫлекенсемшӗн, студентсемшӗн, таврапӗлӳҫӗсемшӗн  усӑллӑ пулмалла.  80 экземплярпа пичетленнӗ Ҫулталӑк кӗнекине Наци библиотекин тата республикӑри вулавӑшсен ҫӳлӗкӗсем ҫинче тупма пулӗ. 2-мӗш ҫул ӑна сӑн укӗрчӗксемпе илемлетсе кӑлараҫҫӗ.

Алиса Александрова, Михаил Солин