Волонтерсен республикӑри пӗрлехи центрӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ӗмпӗрт Туҫара пурӑнакана пулӑшнӑ 

Луиза Сергеева мӗн ҫуралнӑранпах куҫ курманнипе аптӑрать. Ку амака тухтӑрсем хӗрача виҫӗ уйӑхра чухнех тупса палӑртнӑ. 6 ҫул тултарсан вара куҫ начар курни нервӑ чирӗпе ҫыхӑннӑ тесе диагноз лартнӑ. 

Халӗ вӑл иккӗмӗш ушкӑнри инвалид шутланать. Ҫутӑпа мӗлкене кӑна уйӑрать пулин те, пурнӑҫ тути-масине ҫухатман Луиза. Икӗ ачине хӑйех пӑхать. Мӑшӑрӗ ӗҫлеме регион тулашне тухса ҫӳрет. Нумаях пулмасть мӑшӑр кирпӗчрен ҫурт-йӗр ҫавӑрнӑ. Кил карти тулли - выльӑх - чӗрлӗх. Иртнӗ ҫулсенче эмел тата ҫӳрев тӳлевсӗр пулнипе хӗрарӑм тӑтӑшах тӗп хулара сипленнӗ. Ҫакӑ ӑна самай ҫӑмӑллӑх панӑ. Халӗ процедурӑсене тӳлевлӗ туса хунипе Луиза Сергеевӑна тухса ҫӳреме тата сипленме питӗ тӑкаклӑ. Телее, кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче ирттернӗ ял уявӗнче унӑн нуши пирки пӗрлехи волонтерсен центрӗн пайташӗ Владимир Лидерман тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер пӗлнӗ. Ун чухне Луиза сцена ҫинче пултарулӑхне кӑтартнӑ. Ӑна тӳрех пулӑшу сӗннӗ, республикӑри офтальмологи больницине леҫнӗ.