Тӗрлӗ кӗрпе, сахӑр, тӑвар тип ҫу тата ытти тавар хутаҫӗсем тултарнӑ машин 7-мӗш общежити умӗнче те чарӑнчӗ. Студентсем маларах хатӗрленӗ списокпа килӗшӳллӗн ҫуртран пӗрерӗн тухса пакета илчӗҫ. Кунта паян волонтерсем, тӗрлӗ больницӑра ӗҫлекен студентсем пурӑнаҫҫӗ. Ытларахӑшӗ чикӗ леш енчен тата республика тулашӗнчи регионсенчен. Пурӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн общежитийӗсенче изоляцире 1500-е яхӑн ҫын. Ректорат йышӑнӑвӗпе маларах студентсене чир-чӗртен хӳтӗленмелли хатӗрсемпе, пӳлӗмсене ҫуса тасатмалли, дезинфекци тумалли хутӑшпа тивӗҫтернӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов