Волонтер-медиксем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем валли ҫӗр улми пуҫтарса ӑсатнӑ

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Турханти волонтер-медиксен хастарлӑхӗ пирки эпир хамӑр эфирта пӗрре мар каласа кӑтартнӑ. Вӗсем ватӑсене, cусӑрсене, нумай ачаллӑ ҫемьсене тӑтӑшах пулӑшаҫҫӗ: сывлӑхӗсене асӑрхаса тӑнипе пӗрлех апат-ҫимӗҫпе те тивӗҫтереҫҫӗ. Ӑна вара лавккаран туянмаҫҫӗ, пушӑ выртакан пахчасенче хӑйсемех туса илеҫҫӗ.

Ҫак кадӑрсене пире волонтер-медиксем ярса пачӗҫ. Ҫу каҫипе вӗсем пахчара тӑрӑшнӑ. Хӗрӗх сотка ҫинче ҫӗр улми лартса ӳстернӗ, ҫум курӑкӗнчен тасатса тӑнӑ, хурт-кӑпшанкӑна хирӗҫ кӗрешнӗ. Хастарсене ял ҫыннисем те пулӑшнӑ: кам лашапа, кам техникӑпа тивӗҫтернӗ. 

Пушӑ пахчасене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе шкул ачисем 19-мӗш ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Вырӑнти администраципе, лаптӑк хуҫисемпе калаҫса татӑлса "Ырӑ ҫӗр улми" проект пуҫарнӑ. Сӑмах май, ӑна федераци шайӗнче те хакланӑ. Ара, пушӑ выртакан ҫӗрсем кашни ялтах пур-ҫке. Ҫӗр улми ҫитӗнтерсе вара чылай ырӑ ӗҫ тума пулать. Волонтер-медиксен ушкӑнне район больницин Турханти уйрӑмӗн врачӗ Анатолий Кольцов ертсе пырать. Кӑҫал вара ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене пулӑшма шутланӑ. Хастарсем ҫирӗм михӗ ҫӗр улми пуҫтарса ӑсатнӑ. 

Вероника Павлова