Влаҫпа халӑха ҫывӑхлатма пулӑшакан ҫыхӑнусем

Вырӑнти ҫивӗч ыйтусене тимлӗх уйӑрас тесе республикӑри регион управленийӗн центрӗ социаллӑ тытӑмра час-часах муниципалитет ертӳҫисемпе тӳрӗ эфирсем ирттерет. Хальхинче Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Иванов халӑхпа ҫыхӑнӑва тухрӗ.

Тӳрӗ эфир ҫур сехете яхӑн пычӗ. "Вконтакте" социаллӑ тытӑмри Регион управленийӗн центрӗн ушкӑнӗнчи ятарлӑ пост айӗнче ҫынсем хӑйсен ыйтӑвӗсене ҫырчӗҫ. Калаҫу пуҫламӑшӗнче муниципалитет пуҫлӑхӗ Алексей Иванов Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн паянхи пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ. 

Чурачӑк - кунти чи пысӑк ялсенчен пӗри. Унта пурӑнакансем тахҫанах ҫӗнӗ шкул пуласса кӗтеҫҫӗ. Вӗренӳ учрежденине тума пуҫланӑ. Ӑна ҫитес ҫул авӑн уйӑхӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Халь Ҫӗрпӳре Культура аталанӑвӗн центрне хӑпартаҫҫӗ. Рабочисем шыв, канализаци тытӑмне йӗркеленӗ, газ пӑрӑхӗсене хывнӑ. Ҫурт стенисене хӑпартнӑ. Строительствӑн тепӗр тапхӑрӗ - тӑррине витесси. Ҫакнашкал центр Чӑваш Енре 1-мӗш хут пулать. Ҫӑршывра ун пеккисем - 9. 

Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ хулин больницин стационарне тума палӑртни пирки пӗлтерчӗ Алексей Иванов. Медицина учрежденийӗ паянхи кун 36 пин ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑрать. Малалла муниципалитет пуҫлӑхӗ килнӗ ыйтусене хуравларӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче 3 е ытларах ачаллӑ мӑшӑрсене ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрассипе лару-тӑру еплерех? Паян черетре 677 ҫемье тӑрать. Хӑш-пӗр ҫемьесем патшалӑх пулӑшӑвне 2011-мӗш ҫултанпа кӗтеҫҫӗ. "Хмелеводческое" микрорайонта 230 яхӑн кил-йыша лаптӑкпа тивӗҫтерме палӑртаҫҫӗ. Халь унта тӗрлӗ коммуникаци хывассипе ӗҫлеҫҫӗ. Ытларах Ҫӗрпӳре пурӑнакансенчен ыйтусем ҫитрӗҫ. Пӗри, сӑмахран, хулари Строительсен урамӗнчи 1-мӗш ҫуртӑн 6-мӗш корпусӗн картишӗнчи шӑтӑк-путӑклӑ ҫулсемпе кӑмӑлсӑр. Алексей Иванов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал Ҫӗрпӳри 12 ҫурт йӗри-тавра тӗплӗ юсав ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ҫав шутра Строительсен урамӗнчи ҫурт картишӗнче те. Опытный поселокра пурӑнакана кивӗ тротуарсем тивӗҫтермеҫҫӗ, Чӑрӑшкассинче иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче лартнӑ шыв башни кивелнӗ. Ун вырӑнне ҫӗннине лартмалли майсем шыраҫҫӗ ял ҫыннисем. Пур ыйтӑва та татӑклӑ хурав пама тӑрӑшрӗ муниципалитет пуҫлӑхӗ. Влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе Регион управленийӗн центрӗнче тӑтӑшах тӗл пулусем ирттереҫҫӗ. Ҫакӑ пуҫлӑхсемпе халӑха ҫывӑхлатать.

Ҫынсем интернетра е регион управленийӗн центрӗн страницине пӗр-пӗр ыйтӑва татса пама ыйтса ҫыраҫҫӗ, ҫитменлӗхе палӑртаҫҫӗ. Малтанхи пекех ҫулсем япӑх пулни пирки час-часах ҫыраҫҫӗ. Иртнӗ ҫул Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӑнакансем влаҫ органӗсем патне 680 яхӑн ҫыру янӑ. Вӗсенчен 562-шне - социаллӑ тытӑмсем урлӑ. Патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗпе 118 ҫын усӑ курнӑ. 

Алена Артемкина, Екатерина Янгалакова