Виҫӗ чӑваш каччи - виҫӗ паттӑр

Виҫӗ чӑваш ачи, виҫӗ аслӑ сержант, виҫӗ разведчик 1984-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Афганистанра, тан мар ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. 39 ҫул иртсен вӗсен вилтӑпри ҫине чечек хума, паттӑрсене ҫуратса ӳстернӗ халӑх умӗнче пуҫ тайма инҫетрен ҫарташӗсем килнӗ.

Ун чухне те, 39 ҫул каялла, ҫакӑн пекех ҫут ҫанталӑк чӗрӗлсе ҫеҫке ҫурнӑ, кайӑксем пурнӑҫа мухтаса юрланӑ. Афганистанри Панджшер тӑвӗн ҫурӑкӗнче вара иртен пуҫласа каҫчен юнлӑ ҫапӑҫу пынӑ. "Батальон хурана лекрӗ" теҫҫӗ астӑвакансем. Унта интернационалла тивӗҫе пурнӑҫласа виҫӗ чӑваш каччи пуҫ хунӑ, вӗсене вилнӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ панӑ. Узбекистанран килнӗ Нурсултан Шарипов каракалпак, Калугӑран килнӗ Александр Ружин белорус ҫав вӑхӑта куҫҫульсӗр асилме пултараймаҫҫӗ.

Олег Прокопьев - Элӗк тӑрӑхӗнчи Ишпарайккӑ ачи, таврара ӑна пурте хисепленӗ. Амӑшӗ ывӑлне, "ватлӑхра хама пӑхӗ" тесе, пӗчченех ҫуратса ӳстернӗ. Пӗчӗкрен кил хуҫи вырӑнӗнче пулнӑ Олег икӗ сыпӑкри пиччӗшӗпе пӗрле 5-8-мӗш классенче вӗреннӗ вӑхӑтра ҫак ҫурта хӑпартни тӗлӗнтерет. Юрра-кӗвве юратнӑ Олег юлташӗпе ал айӗнчи хатӗр-хӗтӗртен магнитофон та пуҫтарнӑ теҫҫӗ. "Унпа юнашар урампа утасси те хисеплӗччӗ", - асилеҫҫӗ ял ҫыннисем. Купӑсҫӑ, спортсмен, вырӑнти ҫамрӑк корреспондент... - нумай хӗр чӗрине ҫунтарнӑ маттур йӗкӗт. Килӗнче унӑн купӑсне халӗ те типтерлӗн упраҫҫӗ.

Ҫартан таврӑнма 2 уйӑх пек юлсан хӑй кӑмӑлӗпе вӑрҫӑ вутне кӗнӗ Прокопыч - ҫапла чӗннӗ ӑна ротӑра, маларах килне отпуска килсе кайма тивӗҫ пулнӑ, пӗрле 3-4 плёнка сӑн ӳкерчӗк илсе килнӗ.

Игорь Гаврилов аслӑ сержант Комсомольски тӑрӑхӗнчи Хирти Явӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 21 ҫулта пуҫне хунӑ паттӑрӑн ятне ҫырнӑ асӑну хӑмине шкул ҫурчӗ ҫине ҫакнӑ. Афганпа Чечен вӑрҫинчен таврӑнманнисем виҫҫӗн кунта. Пӗлӳ ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Николай Ильин каласа панӑ тӑрӑх, ялта ҫулсерен вӗсен ячӗпе футбол турнирӗ иртет, ачасем паттӑрсене халалласа сӑвӑ ҫыраҫҫӗ. Анатолий Ефимов-Хмыт прозаик Афганистан вӑрҫинче пулнӑ мӗнпур чӑваш салтакӗн шӑпине тӗпчет. Ҫыравҫӑ хӑй те ҫар тивӗҫне унта пурнӑҫланӑ, ҫав вӑхӑт ҫинчен повӗҫ-роман ҫырса 7 кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл шкула хӑйӗн кӗнекине парнелерӗ, Игорь Гавриловпа куҫран-куҫа пӑхса калаҫни ҫинчен каласа пачӗ. 

Панджшер ту ҫурӑкӗнчи ҫапӑҫу, чылай ҫул вӑрттӑнлӑхра тытнӑскер, унта хутшӑннисем тупӑннипе халӗ уҫӑмланма тытӑннӑ. Душман пульлисенчен хӑтӑлма ҫуккине кура, салтаксем пурте пӗлекен юрату юррипе ҫапӑҫӑва ҫӗкленнӗ, кӑкӑртан аманса ҫӗре тӳннӗ. Канаш тӑрӑхӗнчи Ушанарта ҫуралнӑ, Канаш шкулӗсенче вӗреннӗ 20-ри Владимир Михайлов тӑшман ушкӑнӗ ҫывхарасса кӗтсе илнӗ те ҫумӗнчи гранатипе хӑйне, банда пуҫлӑхӗпе виҫӗ душмана сирпӗтнӗ, ҫапла майпа харсӑр чӑваш юлташӗсене вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫарташӗн паттӑрлӑхӗ ҫинчен ентешӗсене каласа пама инҫе ҫула пӑхмасӑр ҫитнӗ те Шарипов сержантпа Ружин полковник 

Канаш хулинчи 5-мӗш шкулта Паттӑр парттине уҫрӗҫ. Вӗренӳре малта пыракан, тӗрлӗ олимпиадӑпа конкурс ҫӗнтерӳҫи Ольга Яковлева ҫак парта хушшине чи малтан ларма ирӗк илчӗ. 

Килес ҫул пирӗн паттӑр ентешсен пурнӑҫне татнӑ ҫапӑҫу пулнӑранпа 40 ҫул ҫитет, ун чухне Афганистанри вӑрҫа хутшӑннисем ытларахӑн пуҫтарӑнасшӑн. Ҫарташсем унччен Владимир Михайлов аслӑ сержантӑн паттӑрлӑхне тивӗҫлӗ хак парасса шанаҫҫӗ.

Марина Карягина, Олег Цыпленков