Вӗсене "Ҫӗнтерӳ ҫуначӗсем" тенӗ

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче 2 пине яхӑн Хӗрлӗ ҫар летчикӗ ленд-лиз йӗркине пӑхӑнса Америкӑран Совет Союзне самолетсем хӑваланӑ. 

"Аляска - Ҫӗпӗр" сывлӑш ҫулӗ пилотсемшӗн калама ҫук йывӑр шутланнӑ. Ҫанталӑк пӑтӑрмахӗсене пула ҫеҫ ҫулсерен вуншар авиакатастрофа пулнӑ. Вӗсен сӑлтавне паян кун та тӗпчеҫҫӗ. Алсиб 80 ҫул тултарнине халалласа Раҫҫей Хӳтӗлев министерствипе Вырӑс географи пӗрлешӗвӗ калӑпӑшлӑ экспедици йӗркеленӗ. Пирӗн корреспондент Алексей Енейкин Чукоткӑран пӗлтерет. 

Алексей Енейкин