Ҫак ырӑ йӑлана Шупашарта 15 ҫул каялла пуҫарнӑ. Кӑҫал хула пуҫлӑхӗн стипендине 84 ҫын тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче шкул ачисем, спортсменсем, студентсем, музыка тата ӳнер шкулӗсенче вӗренекенсем, обществӑлла пӗрлешӳсен хастарӗсем, ҫавӑн пекех ӗҫлекен ҫамрӑксем. Администраци залне пухӑннисене Шупашкар пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов саламларӗ. Вӑл тӗп хула хӑвӑрт аталанса пынине, унӑн ҫитӗнӗвӗсенче ҫамрӑксен тӳпи пысӑк пулнине палӑртрӗ. Ҫавӑнпа та яшкӗрӗме ҫул уҫса парасси пирӗн тӗп тивӗҫ, терӗ. Малӗмӗтлӗ хӗрсемпе каччӑсем яланах ҫӗнтерӳ патне туртӑнаҫҫӗ. Чылайӑшӗ хула, республика тата ҫӗршыв шайӗнчи конкурссемпе ӑмӑртусенче палӑрма ӗлкӗрнӗ. Даниил Степанов, сӑмахран, пулас юрист. Ҫав вӑхӑтрах вӑл спортпа туслӑ.
Аделина Казакова тӗп хулари 65-мӗш шкулта 3-мӗш класра ӑс пухать. Ҫав вӑхӑтрах музыка шкулӗнче ӑсталӑхне туптать - юрлама вӗренет. Унсӑр пуҫне хӗрача ӳкерме юратать. Ҫавӑнпа та тӑтӑшах пултарулӑх конкурсӗсене хутшӑнать.
Малӗмӗтлӗ хастарсемпе обществӑлла организацисене республикӑра тӗрлӗ енлӗн хавхалантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл шутра пултарулӑха аталантарма, проектсем пурнӑҫа кӗртме грантсем уйӑраҫҫӗ.
Леонид Петров, Вадим Владимиров