Вӗсен тӗп тивӗҫӗ - хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси

Шупашкарта ҫул-йӗрпе патруль службин чи лайӑх инспекторне палӑртассипе професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ иртрӗ. Ӑна Патшалӑх автоинспекцине йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. 

Конкурса республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӑрӑшакан 23 инспектор хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсен тӗп тивӗҫӗ - кунсерен регионти ҫулсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси. Тӗрӗслев темиҫе тапхӑрпа иртрӗ. Инспекторсен ҫул-йӗр правилисемпе саккунӗсене пӗлнине ҫеҫ мар, теорие практикӑра та кӑтарса пама тиврӗ. Аварие лекнӗ ҫынна пӗрремӗш пулӑшу пама пултарнине, ятарлӑ техникӑпа тата хӗҫ-пӑшалпа тӗрӗс усӑ курма пӗлнине те шута илчӗҫ тӳресем. Унсӑр пуҫне водительсемпе тӗрӗс калаҫнине, тавлашуллӑ лару-тӑрӑва уҫӑмлатма пултарнине те хакларӗҫ. Инспекторсен регулировщик ӗҫне те лайӑх пӗлмелле.  

Автодромра вара чӑн-чӑн экзамен тытма тиврӗ. Инспекторсем патруль машинипе хыҫалалла тата малалла кайса тӗрлӗ хӑнӑхтарусене тӗрӗс те кӗске вӑхӑтра пурнӑҫларӗҫ. Йӗрке хуралҫисен вӑй-хӑват енӗпе те ҫирӗп пулмалла. Спортзалта вӗсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине хисепленине кӑтартса пачӗҫ тата кӗрешӳ мелӗсене ӑша хыврӗҫ. Тупӑшура тӗрлӗ ҫулти инспекторсем пулчӗҫ. Конкурсантсем ӑмӑрту професси ӑсталӑхне ӳстерме пулӑшнине, пӗлӗве анлӑлатма май панине палӑртрӗҫ.

Икӗ куна пынӑ хӗрӳ тупӑшура ҫӗнтерӳҫӗ ята Шупашкарти ҫул-йӗр патруль службин уйрӑм батальонӗн инспекторӗ Станислав Григорьев ҫӗнсе илчӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗнче вӑл 2022-мӗш ҫултанпа тӑрӑшать. Унӑн Чӑваш Ен чысне ҫӗршыв шайӗнчи конкурсра хӳтӗлеме тивӗ. Ӑмӑрту ҫӗртме уйӑхӗн 21-27-мӗшсенче Раҫҫейри шалти ӗҫсен министерствин Орелти юридици институтӗнче иртет.

Оксана Верликова, Елена Михайлова, Святослав Петров