Халӑх дружинникӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем йӗркелӗхе тимлеҫҫӗ, полицисемпе ҫул-йӗр инспекторӗсене пулӑшаҫҫӗ. Хальхинче тупӑшӑва 16 йӗрке хуралҫи хутшӑнчӗ. Пурте вӗсем тӗрлӗ професси ҫыннисем. Владимир Федоров 23 ҫул шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫленӗ. Паян вӑл Тӑвай тӑрӑхӗнчи краеведени музейӗнче тӑрӑшать. Ҫав вӑхӑтрах нумай ҫул халӑх дружинине ертсе пырать.
Республикӑри конкурсра муниципалитет шайӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнисем тупӑшаҫҫӗ. Дружинниксен ӑсталӑхне тӗрлӗ енлӗ тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсен чи малтанах спортпа туслӑ пулмалла. Ҫавӑнпа та ГТО нормисене пурнӑҫларӗҫ: пӗр вырӑнтан тӑршшӗне сикрӗҫ, турник ҫинче туртӑнчӗҫ тата ытти те. Ҫавӑн пекех дружинниксен пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама пӗлмелле. Ӑсталӑх конкурсне хутшӑнакансем ыйтусене хуравларӗҫ, унтан мӗн пултарнине практикӑра ҫирӗплетрӗҫ. Право пӗлевне те тӗрӗслерӗҫ.
Конкурса Юстици ӗҫӗсен патшалӑх службипе Шалти ӗҫсен министерстви йӗркеленӗ. Республикӑра пурӗ 500 ытла халӑх дружинникӗ. Вӗсем куллен пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал 1200 ытла хут йӗрке хуралҫисемпе пӗрле обществӑлла лӑпкӑлӑха сыхлама тухнӑ. Унсӑр пуҫне дружинниксем пулӑшнипе 1 преступлени тата йӗркене административлӑ майпа пӑснӑ 450 ытла тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсене хавхалантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫалхи конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе вара "Чи лайӑх халӑх дружинникӗ" ята Ҫӗнӗ Шупашкарти Данил Аверин тивӗҫрӗ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров