Вӗсен пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ - темиҫе ӗмӗр

Шупашкарти 65-мӗш шкулта вӗрентекен династийӗсен форумӗ иртрӗ. Ӑна педагогпа наставник ҫулталӑкне халалланӑ. Уявра пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ учительсемпе воспитательсен 8 йӑх-несӗлӗпе паллашрӗ. 

Ачасене биологи вӗрентме пуҫланӑранпа ҫур ӗмӗр ҫитрӗ ӗнтӗ, тет Красноармейски тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Роза Репина. Ҫак ӗҫе суйласа илнӗшӗн вӑл пӗрре те ӳкӗнмен. Аслӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк натуралистсен республика станцийӗнче тӑрӑшнӑ. Каярах Педагогика университетне вырнаҫнӑ. 3 пин ытла студента вӗрентсе кӑларнӑ Роза Кирилловна. Пӗртӑванӗсем те унӑн учитель профессине кӑмӑлланӑ. Ҫемьен пӗтӗмӗшле стажӗ халӗ 689 ҫулпа танлашать. 

Флоренцевсен ҫемйинче те вӗрентекен ӑсталӑхӗ йӑхран йӑха куҫса пырать. Оксана хулари 116-мӗш ача садӗнче аслӑ воспитательте тӑрӑшать. Алена та шкул ҫулне ҫитменнисемпе ӗҫлеме ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. Педагогика ҫулне аппӑшӗпе йӑмӑкӗ амӑшӗ хыҫҫӑн такӑрлатма тытӑннӑ. Вӗрентӳ ӗҫӗнче Ольга Петровна 30 ҫул ытла. 

Флоренцевсен йӑхӗнче пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ 170 ҫултан иртнӗ. Вӑл малашне хушӑнсах пырасса иккӗленмеҫҫӗ вӗрентекенсем. Шупашкарти шкулсенче паянхи кун 6 пине яхӑн педагог ӗҫлет, ҫав шутра 150 ытла династи. Кашнин хӑйӗн пуян историйӗ, ыттисемшӗн тӗслӗх пулма пултарать. 

Екатерина Фомина, Елена Михайлова, Екатерина Янгалакова