Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн фестивальне кӑҫал Патшалӑх автоинспекцийӗ 90 тата республикӑри ҫамрӑк инспекторсен юхӑмӗ 35 ҫул тултарнине халалланӑ. Маларах муниципалитет шайӗнчи тапхӑр иртнӗ. Тӗрлӗ округ-хула ҫӗнтерӳҫисем республикӑра мала тухса Раҫҫейри конкурса хутшӑнассишӗн вӑй виҫрӗҫ. Хӗрӳ тупӑшу харӑсах 6 лаптӑкра пычӗ. Ачасем ҫул-йӗр правилисене шӗкӗлченипе пӗрлех хӑйсен ӑсталӑхне практикӑра кӑтартрӗҫ. Акӑ, пуҫ ҫинче шлем, велосипед хатӗр, конкурсантсем тӳре шӑхличне шӑхӑртасса чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Паллах, хумхану хӑйӗн ӗҫне тӑватех. Унччен маларах пӗр йӑнӑшсӑр тухнӑ трасса ҫийӗнчех чӑрмавлӑ та йывӑр пулса тӑрать. Ҫакна пӑхмасӑр ушкӑнсем пӗр-пӗрне хавхалантарса ҫӗнтерӳ патне талпӑнчӗҫ.
Ку хутӗнче конкурса ҫӗнӗлӗх те кӗртнӗ. Ҫамрӑк инспекторсем электросамокатпа мӗнле чупма пӗлнине кӑтартса пачӗҫ. Чи пӗлтерӗшли, чӑрмавсене йӑнӑшсӑр парӑнтармалла. Ҫивӗч куҫлӑ тӳресем кашни ҫитменлӗхе палӑртса пычӗҫ. Ку вара, паллах - штраф.
Электросамокатсем паян кулленхи пурнӑҫра анлӑ сарӑлнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ҫул ҫинче вӗсемпе ҫыхӑннӑ инкексен шучӗ те ӳссе пырать. Ҫавӑнпа та конкурса йӗркелекенсем ҫак транспортпа тӗрӗс усӑ курма пӗлнине кӑтартассине те тӗп вырӑна хунӑ. Тупӑшу пӗтӗмлетӗвӗпе вара малти вырӑна Шупашкарти 53-мӗш шкул ушкӑнӗ тухрӗ. Ку команда иртнӗ ҫул та ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗччӗ. Раҫҫей шайӗнчи конкурсра вара 88 регион хушшинче 14-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Хальхинче ҫӗршыври конкурсра кӑтартусем лайӑхрах пуласса шанаҫҫӗ ачасем.
Леонид Петров, Елена Михайлова, Святослав Петров








